Нумаях пулмасть Шупашкарти 2-мӗш шкулта шкула ҫӳремен тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсен тӗпчев ӗҫӗсемпе пултарулӑх проекчӗсен «Эпӗ — тӗпчевҫӗ» Раҫҫей конкурсӗн регион шайӗнчи тапхӑрӗн турӗ иртнӗ. Республикӑри 15 районти тата 5 хулари ҫамрӑк тӗпчевҫӗ хутшӑннӑ.
Куҫӑн майпа иртнӗ тура 3–11 ҫулсенчи 165 ача хутшӑннӑ. Тӑватӑ предмет енӗпе 16 секци ӗҫленӗ: «Гуманитари», «Естествознани. Чӗрӗ ҫутҫанталӑк», «Естествознани. Чӗрӗ мар ҫутҫанталӑк» тата «Физика-техника».
Пӗрремӗш турта экспертсем ачасемпе калаҫнӑ, мӗншӗн вӗсем хӑйсен темисене суйлани пирки ыйтса пӗлнӗ. Ачасем хуравланисӗр пуҫне ыттисене ыйтусем панӑ. Калаҫу пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн ачасене доклад тумашкӑн суйланӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче Вӑрнар районӗн ачисем те пулнӑ. Вӑрнарти 3-мӗш ача пахчинчи Ольга Семенова 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. 4-мӗш ача садне ҫӳрекен Дмитрий Григорьев 2-мӗш вырӑна тухнӑ. Вӑрнарти 2-мӗш шкул вӗренекенӗ Дмитрий Скороходов 3-мӗш пулнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ача пахчисенчи хаксем пирки чылай шавларӗҫ, митинга та тухрӗҫ. Хула администрацийӗн сайтӗнче ашшӗ-амӑшӗн ача пахчине ҫӳрекен шӑпрлансемшӗн тӳлемелли ҫинчен калакан хушӑва улшӑнусем кӗртни пирки пӗлтернӗ. Ку икӗ пункта пырса тивнӗ.
«Тӳлеврен ашшӗ-амӑшӗ ҫырнӑ заявление, ун ҫумне ҫирӗплетнӗ документсене тӗпе хурса хӑтараҫҫӗ» пункт вӑйне ҫухатнине пӗлтернӗ сайтра.
2.6 пунктпа килӗшӳллӗн халӗ шӑпӑрлан ача пахчинче ҫак сӑлтавсене пула ҫук-тӑк — укҫа тӳлеттермеҫҫӗ:
а) ача чирленӗ (медицина справки кирлӗ);
б) ашшӗ-амӑшӗ канура чухне ачи пӗрле чухне (ӗҫрен ҫакна ҫирӗплетекен справка тата заявлени кирлӗ);
в) карантин пулсан;
г) ача пахчине юсав ӗҫӗсем ирттермешкӗн хупнӑ пулсан.
Икӗ ача амӑшӗ ҫак улшӑнусене йышӑнсан савӑннӑ-мӗн. Унӑн шухӑшӗпе, ку ҫивӗч ыйтӑва уҫӑмлатнинче малалла тунӑ утӑм.
Официаллӑ хушӑва Ҫӗнӗ Шупашкарти мӗн пур ача пахчине, ашшӗ-амӑшне пӗлтернӗ.
Ачасен сывлӑхне ҫирӗплетес, вӗсен пурнӑҫне тӗрӗс йӗркелес тӗллевпе Шупашкарта ҫӗнӗ проект хута кайнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак енпе ӗҫ пырать. Шупашкарти ача пахчисенче проекта пурнӑҫлас тӗллевпе фитнес енӗпе хушма занятисем пулӗҫ. Проекта чи пӗрремӗш пурнӑҫлаканни — 108-мӗш ача пахчи. Занятисенче вӑй-хал культурин инструкторӗ ачасем валли физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли занятисем ирттерӗ. Инструкторсем фитнес енӗпе ятарлӑ вӗренӳ витӗр тухӗҫ.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче ача сахал ҫуралнӑран ача пахчисене хупрӗҫ, вӗсен ҫурчӗсене тӗрлӗ организаци-предприяти илчӗ. Юлашки ҫулсенче демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланма тытӑнчӗ. Ҫавна май ача пахчисенче те черет вӑрӑмланма пуҫларӗ. Тӳре-шара черете кӗскетес тесе ҫӗнӗ садиксем хута ярать.
Ачасемпе ҫамрӑксен В.С.Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче нумаях пулмасть боксерсем тренировка ирттернӗ, йывӑр атлетсем штанга йӑтнӑ. Халӗ унта строительсем хуҫаланаҫҫӗ. Темиҫе уйӑхран вара ҫак ҫурта 200 яхӑн ача ура ярса пусӗ. Ҫак ҫурт каллех ача пахчи пулӗ.
Капиталлӑ ҫурт тӑвӑмӑн Шупашкарти управленийӗн пуҫлӑхӗ Александр Никулин каланӑ тӑрӑх, Эгер бульварӗнчи ача сачӗ 11 ушкӑн, 220 шӑпӑрлан валли пулӗ. Унӑн лаптӑкӗ 2 334 тӑваткал метрпа танлашать. Ача пахчинче занятисем ирттермелли пӳлӗм, бассейн пулӗ.
Ҫурта пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче ҫӗнетме тытӑннӑ. Хальлӗхе стенасене, чӳречесене, алӑксене лайӑхлатнӑ, ҫурт тӑррине юсанӑ. Александр Никулин каланӑ тӑрӑх, подрядчик графикран кӑштах юлса пырать. Анчах пӗтӗмпех вӑхӑтра — ҫӗртме уйӑхӗнче — туса пӗтерме палӑртнӑ.
Халӗ хулара тепӗр икӗ ача пахчинче ӗҫсем пыраҫҫӗ.
Паян, пушӑн 17-мӗшӗнче, Куславккари «Пчелка» ача пахчине Шупашкартан хӑнасем ҫитнӗ. Ахальлисем мар: Пукане театрӗ!
Пӗчӗккисем «Люблю ромашки» (чӑв. «Салтак тӳмми чечекне юрататӑп») спектакль курнӑ. Ачасем постановка сӑнарӗсемпе пӗрле савӑннӑ, хурланнӑ.
Пукане постановкисем пӗчӗккисене савӑнӑҫ кӳреҫҫӗ. Ара, ача теттепе выляса ӳсет-ҫке. Тетте «чӗрӗлни» вара шӑпӑрланшӑн — чӑн-чӑн тӗлӗнтермӗш. Пӗчӗккисем хӑйсене юмаха лекнӗн туйнӑ. Ҫак ача пахчин шӑпӑрланӗсем Пукане театрӗн спектаклӗсемпе уйӑхсерен киленеҫҫӗ. Вӗсем артистсене татах хӑнана кӗтеҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти Л.Кассиль ячӗллӗ вулавӑшӑн ертсе пыракан библиотекарӗ Наталия Иванова тата Шупашкарти ӳнер училищин студентки Ольга Иванова 181-мӗш ача пахчин шапӑрланӗсемпе тӗлпулу иртттернӗ.
Йӗркелӳҫӗсем ачасене ӳнерҫӗ-иллюстратор профессийӗпе паллаштарнӑ. Вӗсем пӗчӗкскерсене кӗнеке ӳнер хайлавӗ пулнине, ӑна хатӗрлессишӗн чылай вӑй тӑкакланнине, ҫавӑнпа ӑна тирпейлӗ тытмаллине ӑнлантарнӑ. Шкул ӳсӗмне ҫитеймен ачасемпе «Ӳкерчӗке малалла тӑс» заняти те ирттернӗ. Унтан пӗчӗкскерсене «Йӑвача» мультфильм кӑтартнӑ. Ачасене ҫаврашкасене тӗрлӗ мелпе ӳкерме вӗрентнӗ. Тӗлпулу вӗҫӗнче шӑпӑрлансене кураври кӗнекесемпе паллаштарнӑ. Унта ача-пӑчасен терлӗ конструкциллӗ кӗнекисем пулнӑ: тетте кӗнеке, хуҫланакан кӗнеке, сцена кӗнеке, альбом кӗнеке, панорама кӗнеке, музыка кӗнеки.
Ҫутҫанталӑка упрама ачасене шкул саккинчех вӗрентеҫҫӗ. Куславкка район шӑпӑрланӗсем тавралӑха упрама, ӑна тасалӑхра тытма чӗнсе калаҫҫӗ. Ҫаксене вӗсем плакатсем ҫинче кӑтартнӑ.
Куславкка районӗнчи ҫамрӑксен «ЭКА» экологи юхӑмӗ «Экологи плакачӗ» район конкурсӗ ирттернӗ. Конкурс Куславкка районӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсен ҫумӗнче иртнӗ. Ӑна ачасене ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ мероприятисене ытларах илӗртес тӗллевпе йӗркеленӗ.
Кокурсра тӗрлӗ ӳсӗмри ачасен ӗҫӗсем пулнӑ. Унта кӗҫӗн классенче вӗренекенсем те, аслӑраххисем те хастар хутшӑннӑ. Йӗркелӳҫӗсем кашни ӗҫ хӑйне евӗр пулнинчен тӗлӗннӗ. Кашни ача «Экологи» темине хӑйне евӗр ӑнланать-мӗн. Пейзажсем, юханшывсем, вӑрмансем… Кашни ӗҫ ҫутҫанталӑк илемне уҫса кӑтартать. Хӑшӗ-пӗри вара хулан ҫӳп-ҫаппа тулнӑ урамӗсене сӑнланӑ, тавралӑха тасатма чӗнсе каланӑ.
Район шайӗнче иртнӗ конкурса 16 вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ. Чи хастаррисен йышӗнче: Куславккари 3-мӗш шкул, Тӗрлемес вӑтам шкулӗ, «Асамат кӗперӗ» ача пахчи… Конкурса пӗтӗмпе 150 ӗҫ тӑратнӑ. Комисси членӗсем вӗсене пӑхса тухсан 6 номинацире 20 вырӑн пама палӑртнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ача пахчине ҫӳренишӗн хака хӑпартни пирки ҫынсем паян митинга тухасси пирки эпир хыпарланӑччӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула влаҫӗсем ачасем унта ҫӳремесен те укҫа тӳлеттермелле йышӑннӑ-мӗн. Апла туни саккуна пӑсни пулать тесе нумаях пулмасть суд йышӑну та кӑларнӑ. Кун пирки ӗнер республикӑн вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Светлана Петрова пресс-конференцире пӗлтернӗ.
Спутник-хулара ача пахчишӗн тӳлеве пахчана 80 процент таран кайни тӑрӑх ҫирӗплетнӗ иккен. Пӗлменнисем валли кунта кӑштах ӑнлантарса пани кирлӗ-тӗр. Пӗр ача ҫулталӑкӗпех унта ҫӳреймест-ҫке: чирлесси те пулать, урӑх сӑлтава пула килте хӑварни те. Ҫавӑнпа та тӳлеве пахчана вӗҫӗм ҫӳренӗ евӗр (100 проценчӗпех) палӑртмаҫҫӗ. Республикӑра вӑтам хак 75 процентпа йышӑннӑ теҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Сироткин йышӑнӑва ача пахчисен пуҫлӑхӗсемпе пӗр шухӑшлӑ йышӑннине пӗлтернӗ. Вӗсен ертӳҫисем ашшӗ-амӑшне йӗркеллӗ ӑнлантарса паман учрежденисенче кӑна йышӑнӑва ӑша хывса илеймен пулать. Ача пахчине ҫӳремен вӑхӑтшӑн вара заведующисем тӳлеттермесен те пултараҫҫӗ — ҫакна вӗсен хӑйсем тӗллӗн татса памалла-мӗн.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ача пахчишӗн хаксене хӑпартни пирки, унпа килӗшменнипе митинга пухӑнма шут тытни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Халӑха пушӑн 1-мӗшӗнче шӑматкун пухма шухӑшлаҫҫӗ.
Анчах, «ПроГород» хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, тӳре-шара чӑрмав кӳрес тесе ҫав куна ача пахчисенче Ҫӑварни уявлама шут тытнӑ иккен. Амӑшӗсенчен пӗри каласа панӑ тӑрӑх пӗлтӗр ҫак уява ача пахчисенче канмалли мар кунра ирттернӗ, кӑҫал вара шӑматкуна куҫарнин сӑлтавӗ шӑп та халӑха пухӑва ярас маррипе ҫыхӑннине кӑтартать имӗш.
Халӑх пухӑвне йӗркелекенсенчен пӗри — Наталия Смирнова — ӗнентернӗ тӑрӑх пухӑва ирттереҫех. Ирӗк паракан хута хула влаҫӗсем алӑ пуснӑ-пуснах йӗркелӳ коммитечӗ унта тӗрӗсмарлӑхпа килӗшмен пур ашшӗ-амӑшне те кӗтет.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче пепке сахал ҫуралнӑран ача пахчисем хупӑнчӗҫ. Ҫӗнӗ ӗмӗрте демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑх еннелле улшӑнма тытӑнчӗ. Ара, ача ҫуратакансене тӳре-шара пулӑшать. Ав иккӗмӗш ачашӑн амӑшӗн капиталне параҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш ача ҫуратакансене ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев 100 пин тенкӗ памалла турӗ. Вӗсене ҫӗр лаптӑкӗ те тӳлевсӗр уйӑрса параҫҫӗ.
Темиҫе ҫул каялла ача пахчисенче черет темӗн тӑршшехчӗ. Тӳре-шара ҫак пӑтӑрмаха пӗтермешкӗн тӗллев лартнӑччӗ. Ӗҫ ӑнӑҫса пырать. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе ача пахчисенче 4 501 вырӑн йӗркеленнӗ. Вӗсенчен 84,5% — Шупашкарта. Кӑҫал кӑна республикӑра 762 вырӑн хатӗрленӗ. Пирӗн республика ача пахчисенче вырӑн хатӗрлес тӗлӗшпе Раҫҫейри регионсен хушшинче — тӑваттӑмӗш.
— 3 ҫултан аслӑрах ачасен черечӗ пӗтнӗ. Халӗ хамӑр ума ҫӗнӗ тӗллевсем лартмалла, — тенӗ Алексей Ладыков.
Шупашкарта патшалӑх-харпӑр патрнерство хастар аталанать. Шупашкар хула хыснинчен харпӑр ача пахчисене ҫӳрекен шӑпӑрлансем валли субсиди уйӑраҫҫӗ. Кунашкал документа пӗрремӗш хут йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |